Ултавҫӑсем тюльпан туянма хатӗрленнӗ усламҫа шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Уяв умӗн 19 ҫулти хӗрарӑм усламҫӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнаканскер, йӳнӗ хакпа тюльпан сутнине курнӑ. Вӑл сутуҫӑ патне ҫырса янӑ, 500 чечек туянассине пӗлтернӗ.
Хӗр патне килӗшӗвен электронлӑ вариантне ярса панӑ, укҫан пӗр пайне тӳлесе хума ыйтнӑ. Усламҫӑ сутуҫа 12 пин тенкӗ куҫарса панӑ ҫеҫ – вӑл ҫухалнӑ, пӗлтерӗве те, мессенджерти ҫырусене те хуратнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗр ултавҫӑ аллине ҫакланнине ӑнланнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта кафере арҫын хӗрарӑма тапса хӗненӗ. Ку Коммунистсен урамӗнчи «МарКа» кафере пулнӑ.
Паян ҫӗрле 1 сехетре полицие кафере хӗрарӑма хӗнени пирки хыпар ҫитнӗ. Видео пӑхсан ҫакӑ палӑрнӑ: 25-30 ҫулсенчи арҫын, кӑвак куртка , хура спорт шалаварӗ, хура кроссовка тӑхӑннӑскер, хӗрарӑма хырӑмӗнчен темиҫе хутчен тапнӑ. Кафере хайхискер капюшонпа пулнӑ.
Халӗ ҫак арҫынна уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем шыраҫҫӗ. ШӖМ ҫак арҫынна пӗлекенсене кун пирки 102 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 26 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн ачисене хӗненӗ, вӑл вӗсене юратман. Ҫапла шутлать следстви.
Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнчен тытӑнса кӑҫлахи кӑрлачӑн 2-мӗшӗччен вӑл вӗсене пӗрре мар хӗненӗ. Вӗсем общежитире пурӑннӑ. Ачисем 5-ре тата 4 ҫулта. Хӗрарӑм вӗсене юратман-мӗн.
Амӑшӗ ачисене зарядникпе, кавир шаккамалли тимӗр япалапа ҫапнӑ. Кун пирки кирлӗ органсене ачасен асламӑшӗ /е кукамӑшӗ/ пӗлтернӗ. Халӗ ачасем реабилитаци центрӗнче, вӗсемпе специалистсем ӗҫлеҫҫӗ. Хӗрарӑма вара амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене пулӑшакан фонд ачасене тата ачаллӑ ҫемьесене пулӑшакан ятарлӑ соцслужбӑсем йӗркелемелли конкурс ирттерет. Фонда ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 115 заявка пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра Чӑваш Енрен – ҫиччӗ.
Конкурс темиҫе тапхӑрпа иртет. Унӑн иккӗмӗш ӑстрӑмне Раҫҫей Федерацийӗн 44 субъектӗнчен 81 заявка суйласа илнӗ, ҫав шутра пирӗн республикӑран тӑратнӑ пиллӗк проект кӗнӗ. Юрӑхлисене хатӗрленисен йышӗнче – Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен Ҫӗрпӳри центр, Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен Шупашкарти центр, Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен Куславккари центр, Ҫул ҫитмен ачасен Ҫӗнӗ Шупашкарти социаллӑ реабилитаци центрӗ, Чӑваш Ен Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин Ачасен реаблитаци центрӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫынна полици тытса чарнӑ. 36 ҫултискер унччен судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Хальхинче вӑл супермаркетсенчен 40 хутчен вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Иртнӗ тунтикун ҫак арҫын лавккаран эрех йӑтса тухма хӑтланнӑ. Шӑпах ун чухне ӑна сутуҫӑсем асӑрханӑ та. Анчах арҫын тарса ҫухалнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш полици уйрӑмӗн ӗҫченӗсем ӑна тытса чарнӑ. Ыйтса тӗпченӗ чухне акӑ мӗн ҫиеле тухнӑ: вӑл 40 лавккаран вӑрланӑ. Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти супермаретсенчен вӑл апат-ҫимӗҫ, хаклӑ йышши эрехсем йӑкӑртнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе 19 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 26-28-мӗшӗсенче Мускавра тӑван чӗлхе учителӗсен педагогика ӑсталӑхӗн форумӗ иртнӗ. Унта 18 регионти 36 учитель хутшӑннӑ, ҫав шутра – Чӑваш Енри шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем те.
Виҫӗ кунлӑх мероприятие педагогика ӑсталӑхӗн конкурсӗнче ҫӗнтернисем кайма тивӗҫнӗ. Пирӗн тӑрӑхрисенчен йышра ҫаксем пулнӑ: Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмри вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Петрова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназири Елена Николаева, Шупашкарти сывлӑх енчен хавшакрах ачасен 2-мӗш шкулӗнчи Ираида Матьянова, Шупашкар районӗнчи Тренккассинчи Ираида Фомина, ЧР Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствин «Вӗрентӳ тата ачасене комплекслӑ пулӑшакан центрӗ» учрежденири Любовь Кудрявцева, Шупашкар районӗнчи Атайкассинчи шкулти Светлана Ефимова, Патӑрьел районӗнчи Патӑрьелти 2-мӗш вӑтам шкулти Галина Хлебникова.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем урамра йытӑ ҫури плита айне пулнине асӑрханӑ та ӑна пулӑшнӑ. Урамра шартлама сивӗ пулнине пӑхмасӑр вӗсем ӑна унтан кӑларнӑ, ҫапла унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Ӗҫ-пуҫ ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, пулнӑ. Ҫынсем ӑна хӑйсемех кӑларма хӑтланнӑ. Анчах йытӑ ҫурин кӗлеткин ҫур пайӗ плита айӗнче пулнӑ. Ҫынсем икӗ сехет чакаланнӑ.
Унтан ҫӑлавпа шырав службине шӑнкӑравланӑ. Ҫӑлавҫӑсем хӑвӑрт ҫитнӗ. Вӗсем чавнӑ, тӑпрана алӑпа та сирсе пӑхнӑ. Йытӑ ҫурине пурпӗрех плита айӗнчен кӑларнӑ.
Куславккаран Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитме ҫул ҫывӑхланӗ. «Атӑл» ҫул ҫинчен Нишер ялне ҫитме ҫул сарма палӑртнӑ. Унта асфальт хурсан водительсене Куславккаран Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитме ҫул кӗскелӗ. Халӗ автомобильсен урапа ҫулӗпе ҫӳреме тивет. Йӗпе-сапара, паллах, иртсе ҫӳреймӗн.
Ҫӗнӗ ҫул тӑвас пирки Куславкка районӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне сӳтсе явма пухӑнсан (хальхи вӑхӑтра ун пек пухусем тӗрлӗ муниципалитетра иртеҫҫӗ) сӑмах хускатнӑ. Ӗҫе ҫывӑх вӑхӑтра пуҫӑнӗҫ.
Кунсӑр пуҫне Куславккари Октябрьски ҫула юсӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчин заведующийӗ пулнӑ хӗрарӑм хӑйӗн амӑшне ӗҫе хут ҫинче илсе ӑна шалу куҫарса панине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Халӗ ӑна суд туса 40 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Хӗрарӑм хӑйӗн амӑшне ӗҫленӗҫи туса укҫа тӳлесе пурӑннипе ҫеҫ ҫырлахман. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ҫынсен премийӗсене хӑйӗн кӗсйине чикме кӑмӑлланӑ.
Амӑшне хӗрарӑм-заведующи 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ӗҫе илнӗ. Хут ҫине вӑл кӗҫӗн воспитатель тесе кӑтартнӑ. 3,5 уйӑхра ӑна 39 пин тенкӗ тӳленӗ. Кунсӑр пуҫне заведующи 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен тытӑнса 2020 ҫулхи ака уйӑхӗччен пӗр ӗҫчене 62 пин тенкӗ преми тӳленӗ, ҫав шутран 40,5 пин тенкине каялла илнӗ. Ҫавӑн пек мелпе 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен тепӗр ӗҫченрен 59 пин тенкӗ илнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта арҫын лавккаран духи вӑрланӑ. Кайран ӑна совеҫ кӑшлама пуҫланӑ та вӑл каҫару ыйтса сутуҫӑсем патне ҫыру ҫырнӑ.
Пӗлтӗр пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 56 ҫулти арҫын лавккана кӗнӗ те духи йӑтса тухнӑ. Сутуҫӑ ҫакна асӑрхаса ун хыҫҫӑн чупнӑ, анчах ӗлкӗреймен, лешӗ тарса пытаннӑ.
Тӗнче тетелӗнче арҫынна шыраса пӗлтерӳсем вырнаҫтарнӑ. Арҫын ҫакна курса тепӗр ҫын урлӑ сутуҫӑсене каҫару ыйтнӑ ҫыру панӑ. Ӳкӗннине палӑртса, хакне саплаштарма 2,5 пин тенкӗ парса янӑ. Анчах духи хакне саплаштарма 500 тенкӗ ҫитмен.
Кӑҫал арҫынна тытса чарнӑ. Полицире каланӑ тӑрӑх, вӑл духине юратнӑ хӗрарӑмӗ валли вӑрланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |